Тӗп матералсем патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем миссионер ӗҫне тӑваҫҫӗ-и?

Иегова Свидетелӗсем миссионер ӗҫне тӑваҫҫӗ-и?

 Ҫапла, тӑватпӑр. Иегова Свидетелӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та миссионер шухӑш-кӑмӑлне кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне тӗл пулакан ҫынсене хӑйсем мӗне ӗненнине кулленех каласа параҫҫӗ (Матфей 28:19, 20).

 Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсем Библири ырӑ хыпара нумай ҫын илтмен вырӑнсене кайса ҫӳреҫҫӗ е пурӑнма куҫса каяҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе ытти ҫӗршывсене куҫса каякан Свидетельсем те пур. Вӗсем Иисус Христос пророкла калани пурнӑҫлантӑр тесе савӑнсах тӑрӑшаҫҫӗ: «Эсир... Ман ҫинчен... ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех каласа кӑтартакансем пулатӑр» (Апостолсен ӗҫӗсем 1:8).

 1943 ҫулта Иегова Свидетелӗсем миссионер ӗҫне тума хатӗрлекен шкул йӗркеленӗ. Ҫав ҫултан пуҫласа 8 000 ытла Свидетель ҫав шкулта вӗреннӗ, ӑна Хурал Башнин Библи шкулӗ Галаад теҫҫӗ.