Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем урӑх тӗнри ҫынсене те ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ?

Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем урӑх тӗнри ҫынсене те ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ?

 Эпир урӑх тӗнри ҫынсенчен нумайӑшӗ Библи ҫинчен калаҫма юратнине асӑрхарӑмӑр. Паллах ӗнтӗ, ҫынсен пирӗн пек мар, урӑхла ӗненме право пур, эпир ҫавна хисеплетпӗр, ҫавӑнпа никама та хамӑр пек ӗненме хистесшӗн мар.

 Тӗн ҫинчен калаҫнӑ чухне эпир Библири канашпа усӑ курса ҫынсемпе «ӑшшӑн, йӑвашшӑн» калаҫатпӑр (1 Петр 3:15). Эпир ырӑ хыпара хӑшӗ-пӗрисем йышӑнмасса пӗлетпӗр (Матфей 10:14). Анчах та ҫынсемпе калаҫсан ҫеҫ эпир вӗсем ҫак хыпар ҫине мӗнле пӑхнине курма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех ҫынсен лару-тӑрӑвӗ улшӑнма пултарнине эпир ӑнланатпӑр.

 Тӗслӗхрен, ҫыннӑн, тен, паян пирӗнпе калаҫма вӑхӑт ҫук, тепрехинче вара вӑл хаваспах калаҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫӗнӗ йывӑрлӑхсемпе е лару-тӑрупа тӗл пулсан, ҫынсем Библири хыпарпа интересленме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫынсемпе эпир темиҫе хут та калаҫма тӑрӑшатпӑр.