Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

65-МӖШ ЮРӐ

Малалла та малалла!

Малалла та малалла!

(Еврейсем 6:1)

  1. 1. Малалла, малалла пӗлсе пыр Турра,

    Сан ӗҫӳ ӑннине пурте курччӑр уҫҫӑнах.

    Эс сӑваплӑ ӗҫе хутшӑн тӑрӑшсах —

    Пиллӗх илӗн Турӑран.

    Чыслӑ ӗҫ шанса панӑ сана,

    Турӑ Ывӑлӗ тунӑ ӑна.

    Эсӗ ӑнӑҫлӑ пулӑн, ӗнен кӑна.

    Тӳрӗ ӗҫшӗн ҫирӗп тӑр.

  2. 2. Малалла, малалла ыр хыпар кала,

    Чӑнлӑха пур ҫынна пӗлтерме ан вӑрахла,

    Иегова Патшамӑр ятне чысла,

    Хыпарла килтен киле.

    Тӑшмансем хӑратма хӑтлансан,

    Каялла эс ан чак, ан кулян.

    Эс Патшалӑх ҫинчен хыпарла ялан,

    Пур вӑйран ту ҫак ӗҫе.

  3. 3. Малалла, малалла Турӑпа ҫӳре.

    Кунсерен лайӑхлан ыр хыпар сарас ӗҫре.

    Туррӑн сывлӑшӗ пулӗ санпа пӗрле,

    Савнӑҫ парӗ вӑл сана.

    Юратса эс вӗрент ҫынсене,

    Пырса тивтӗр Сӑмах чӗрине.

    Пулӑш ӳсӗм тума, ҫирӗп ӗненме.

    Чӑнлӑх ялкӑштӑр ҫапла.

(Ҫавӑн пекех Флп. 1:27; 3:16; Евр. 10:39 пӑхӑр.)