Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

40-МӖШ ЮРӐ

Эпир — камӑн?

Эпир — камӑн?

(Рим 14:8)

  1. 1. Кама эс пӑхӑнан?

    Хӑш турӑ енче тӑран?

    Кама пуҫҫапан, вӑл — сан турру.

    Ӗҫлетӗн камшӑн, вӑл — хуҫу.

    Юраймӑн харӑсах

    Эс икӗ турра, паллах.

    Сана ӑҫталла туртать сан чӗрӳ,

    Ҫав пулӗ санӑн турру.

  2. 2. Эс хӑш турра чыслан?

    Кама чӗрӳне паран?

    Пӗри вӑл — чӑнни, тепри — суя.

    Хӑвах шутла, вара суйла.

    Усал тӗнчен патши

    Санпа хуҫаланӗ-ши?

    Е эс чӑн Турра чунтан парӑнса

    Ӗҫлесшӗн уншӑн кӑна?

  3. 3. Эп хӑш турра итлеп?

    Иеговӑшӑн ҫеҫ ӗҫлеп.

    Ҫӳлти Аттеме эп юратап,

    Ӑна анчах эп пуҫҫапап.

    Вӑл пачӗ Ывӑлне

    Мана тӳлесе илме.

    Турра халаллатӑп хам пурнӑҫа,

    Эп ӗмӗр мухтӑп ӑна.

(Ҫавӑн пекех Иис. Н. 24:15; Пс. 115:5, 9; 2 Тим. 2:19 пӑхӑр.)