Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-МӖШ ЮРӐ

Иегова енне тӑр!

Иегова енне тӑр!

(Тухни 32:26)

  1. 1. Тӗн суйине ӗҫтеретчӗҫ пире.

    Уншӑн аптранӑччӗ пирӗн чӗре.

    Тупрӑмӑр халӗ телей уҫҫине

    Турӑ Патшалӑхӗнче.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кил, Турӑ енне тӑр! Туп савнӑҫ унра.

    Пӗл, вӑл тӗртсе ямӗ нихҫан та сана.

    Ун Ывӑлӗн влаҫӗ кӗҫ тухӗ асла.

    Мир пулӗ тесе эс пурне те кала.

  2. 2. Турӑ енче ҫума-ҫумӑн тӑрса

    Анлӑн саратпӑр эпир хыпара.

    Халӗ ҫынсен йышӑну тумалла —

    Турӑ енне тӑмалла.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кил, Турӑ енне тӑр! Туп савнӑҫ унра.

    Пӗл, вӑл тӗртсе ямӗ нихҫан та сана.

    Ун Ывӑлӗн влаҫӗ кӗҫ тухӗ асла.

    Мир пулӗ тесе эс пурне те кала.

  3. 3. Ҫук, хӑратаймӗҫ пире тӑшмансем,

    Юлӗҫ хыҫра пӗтӗм йывӑрлӑхсем.

    Хытӑ пире тапӑнсан та, ан ман:

    Илӗпӗр вӑй Турӑран.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кил, Турӑ енне тӑр! Туп савнӑҫ унра.

    Пӗл, вӑл тӗртсе ямӗ нихҫан та сана.

    Ун Ывӑлӗн влаҫӗ кӗҫ тухӗ асла.

    Мир пулӗ тесе эс пурне те кала.

(Ҫавӑн пекех Пс. 93:14; Ытар. 3:5, 6; Евр. 13:5 пӑхӑр.)