Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

139-МӖШ ЮРӐ

Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

(Ӳлӗмхине 21:1—5)

  1. 1. Райри пекех хӑвна курсам,

    Ҫӗн тӗнчене куҫ умне тӑратсам.

    Мӗн туйӑн-ши ҫав вӑхӑтра?

    Епле аван пурӑнма райра!

    Унта усал нихҫан пулмасть.

    Иеговӑн влаҫӗ асла тухать.

    Ак ҫӗн ҫӗрӗн вӑхӑчӗ ҫитӗ кӗҫех.

    Ун чух пирӗн юрӑ ян кайӗ тӗнчипех:

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Чӗре савӑнать, Иегова, санпа —

    Пурне те ҫӗнӗ эс турӑн райра.

    Сан аслӑ ӗҫӳсемшӗн чунтан пысӑк тав!

    Сана ӗмӗрех пӗтӗм чыс, хисеп, мухтав».

  2. 2. Ак эсӗ халь ҫӗн тӗнчере —

    Ҫакна курсам ӗненӳ куҫӗпе.

    Ак ҫитрӗ мир, чӑн ҫураҫу.

    Хумханмалли пӗр сӑлтав та ҫук.

    Иегова халӗ пирӗнпе.

    Шӑлса вӑл илчӗ пур куҫҫуле.

    Чӗртсе тӑратать вилӗмрен ҫынсене;

    Вӗсем те пӗр харӑссӑн юрлӗҫ ун чухне:

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Чӗре савӑнать, Иегова, санпа —

    Пурне те ҫӗнӗ эс турӑн райра.

    Сан аслӑ ӗҫӳсемшӗн чунтан пысӑк тав!

    Сана ӗмӗрех пӗтӗм чыс, хисеп, мухтав».

(Ҫавӑн пекех Пс. 36:10, 11; Ис. 65:17; Иоанн 5:28; 2 Петр 3:13 пӑхӑр.)