Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

115-МӖШ ЮРӐ

Туррӑн тӳсӗмлӗхӗшӗн пархатарлӑ

Туррӑн тӳсӗмлӗхӗшӗн пархатарлӑ

(2 Петр 3:15)

  1. 1. Туррӑмӑр, тӳрӗ санӑн суду,

    Вӗҫӗ-хӗррисӗр — хӑвату.

    Путнӑ тӗнче усал ӑшне,

    Ҫакӑ хӗн-хур кӳрет пире.

    Ямӑн, пӗлетпӗр, эс вӑраха,

    Тек тӳссе тӑмӑн эс усала.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Шанчӑкшӑн тав туса сана

    Эпӗр мухтатпӑр аслӑ ятна.

  2. 2. Саншӑн пин ҫул пӗр кун пек кӑна,

    Вӑхӑт эс патӑн ҫӑлӑнма.

    Ҫылӑх ҫулне ҫын пӑрахсан,

    Вӑл ӳкӗннишӗн савӑнан.

    Санӑн куну килет ҫывхарса,

    Хӑвӑрт вӑл ҫитӗ, юлмӗ кая.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Шанчӑкшӑн тав туса сана

    Эпӗр мухтатпӑр аслӑ ятна.

(Ҫавӑн пекех Неем. 9:30; Лука 15:7; 2 Петр 3:8, 9 пӑхӑр.)