Тӗп матералсем патне куҫӑр

Эсфирь хӑюллӑ пулнӑ

Эсфирь хӑюллӑ пулнӑ

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Мӗн ачаранах Эсфирь

    Турра пит юратать.

    Вӑл, Мардохей вӗрентнӗ пек,

    Ӑна ҫеҫ пуҫҫапать.

    Ак пурнӑҫ улшӑнать —

    Вӑл патша майри пулать.

    Вӑл пӑхӑнать. Вӑл хӑюллӑ.

    Вӑл Турра шанать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Манӑн Эсфирь пекех

    Хӑюллӑ ҫын пулас килет.

    Иеговӑшӑн вӑл ӗҫленӗ,

    Ман та ӗҫлес килет.

    Манӑн, Эсфирь пекех,

    Турра ялан итлес килет.

    Унӑн хӑюлӑхӗ

    Мана пит килӗшет.

  2. 2. Унӑн упӑшки вара —

    Турра пӗлмен патша.

    Хисеплет ӑна Эсфирь,

    Патша хаклать ҫакна.

    Усал ӗҫе чарма

    Патша патне кайма ыйтсан,

    Эсфирь итлет. Вӑл хӑюллӑн

    Хушнине тӑвать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Манӑн Эсфирь пекех

    Хӑюллӑ ҫын пулас килет.

    Иеговӑшӑн вӑл ӗҫленӗ,

    Ман та ӗҫлес килет.

    Манӑн, Эсфирь пекех,

    Турра ялан итлес килет.

    Унӑн хӑюлӑхӗ

    Мана пит килӗшет.