Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 3-мӗш урок

Библири чӑнлӑх ҫӗнӗрен мӗнле уҫӑлнӑ?

Библири чӑнлӑх ҫӗнӗрен мӗнле уҫӑлнӑ?

Библи Тӗпчекенсем. 1870-мӗш ҫулсем

«Хурал башнин» пӗрремӗш кӑларӑмӗ. 1879-мӗш ҫул

«Хурал башни» паян

Христос вилнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш христиансем хушшинче Библири чӑнлӑха пӑсакан суя пророксем тухассине Библире малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30). Ҫакӑн пек пулса иртнӗ те. Ҫак ҫынсем Иисусӑн вӗрентӗвӗсене суя тӗнсен вӗрентӗвӗсемпе хутӑштарса янӑ. Ҫапла суя христианство пуҫланса кайнӑ (2 Тимофей 4:3, 4). Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине эпир тӗрӗс ӑнланнине мӗнле тӗрӗслемелле-ха?

Иеговӑн чӑнлӑха уҫас вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Турӑ юлашки вӑхӑт тапхӑрӗнче чӑн «пӗлӳ ӳсӗ» тесе малтанах каласа хунӑ (Даниил 12:4). 1870-мӗш ҫулта чӑнлӑха шыракансен пысӑках мар ушкӑнӗ нумай чиркӳ Библи тӑрӑх вӗрентменнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑш вӗрентӳсем Библипе килӗшӳллӗ пулнине, хӑшӗсем килӗшӳллӗ пулманнине пӗлес тесе Турӑ Сӑмахне тӗплӗн тишкерме пуҫланӑ. Иегова вӗсене пилленӗ те хӑйӗн Сӑмахне ӑнланма пулӑшнӑ.

Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем Библие тӗплӗн тишкернӗ. Ҫак хастарлӑ Библи Тӗпчекенсем, пирӗн умӗнхисем, усӑ курнӑ вӗренмелли меслетсемпе халӗ те усӑ куратпӑр. Вӗсем Библие темӑсем тӑрӑх сӳтсе явнӑ. Библире ӑнланма йывӑр вырӑн тӗл пулсан, вӗсем ҫавна ӑнлантарса пама пултаракан [Библири] ытти сӑвӑ йӗркисене шыранӑ. Сӑваплӑ Ҫырупа килӗшсе тӑракан пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн вӗсем ӑна ҫырса хунӑ. Ҫапла вара, Библие хӑйне хӑех ӑнлантарма парса, вӗсем Туррӑн ячӗпе Патшалӑх пирки, Турӑ этемлӗхпе ҫӗр валли мӗн тума шутласа хуни пирки, ҫын вилсен унпа мӗн пуласси тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пирки калакан чӑнлӑха ҫӗнӗрен ӑнланма пуҫланӑ. Библин чи малтанхи тексчӗсене тӗпченӗ май вӗсем суя вӗрентӳсене хӑварса хӑйсене тӗрӗс тытма пуҫланӑ (Иоанн 8:31, 32).

1879-мӗш ҫулта Библи Тӗпчекенсем чӑнлӑха пур ҫынна пӗлтерме вӑхӑт ҫитнине ӑнланса илнӗ. Вӗсем паянхи кунчченех тухса тӑракан журнал кӑларма пуҫланӑ. Ҫак журнал «Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерет» ятлӑ. Паян эпир 239 ҫӗршывпа территорире 700 яхӑн чӗлхепе ҫынсене Библири чӑнлӑхсене каласа паратпӑр. Ку таранччен нихӑҫан та чӑн пӗлӳ ҫакӑн пек анлӑ сарӑлман!

  • Христос вилнӗ хыҫҫӑн Библири чӑнлӑхпа мӗн пулса иртнӗ?

  • Мӗне пула Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑх ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ?