Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?

Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?

«Эпӗ Майка тахҫантанпах пӗлетӗп. Вӑл Иегова Свидетелӗ. Анчах та вӗсен тӗнӗ мана яланах тӗлӗнтеретчӗ. Кам вӑл Иегова? Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем уявсем паллӑ тумаҫҫӗ? Ку темле секта мар-ши?» (Беки, Калифорни, АПШ.)

«Манӑн кӳршӗсем Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме тытӑнсан эпӗ: „Иегова Свидетелӗсем... Ку тӗн ячӗ-и? Ытла та тӗлӗнмелле!“ — тесе шухӑшларӑм» (Зенон, Онтарио, Канада).

«Эпир арӑмпа иксӗмӗр те хамӑр чиркӗве шанма пӑрахнӑччӗ, ҫавӑнпа пире Иегова Свидетелӗсем ҫак лару-тӑрупа усӑ курма хӑтланнӑ пек туйӑнсаччӗ. Эпир ҫапла шухӑшларӑмӑр: „Эпир хамӑр мӗн шыранине тӗп тӗнсенче тупаймарӑмӑр, нивушлӗ вара ҫак темле сектантсем пире пулӑшма пултарӗҫ?“» (Кент, Вашингтон, АПШ.)

«Эпӗ вӗсем камне тата мӗне ӗненнине пачах пӗлмен» (Сесилия, Эсбьерг, Дани).

Вӗсем килтен киле ҫӳресе е халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар пӗлтернине, Библие ӑнланма пулӑшакан литература салатнине тата тӳлевсӗрех Библи вӗренме сӗннине курнӑ та пулӗ эсир. Тен, ку брошюрӑна та сире вӗсенчен хӑшӗ те пулин панӑ. Ҫапах та эсир ҫав-ҫавах Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем тесе шухӑшлама пултаратӑр. Тен, эсир те вӗсем пирки ҫӳлерех асӑннӑ ҫынсем пекех шутлатӑр.

Иегова Свидетелӗсем ҫинчен тӗрӗссине мӗнле пӗлме пулать-ши? Вӗсем мӗне ӗненеҫҫӗ-ши? Вӗсем хӑйсен ӗҫне мӗнле укҫапа туса тӑраҫҫӗ? Мӗншӗн вӗсем сирӗн пата киле килеҫҫӗ тата халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сараҫҫӗ?

«Эпӗ Иегова Свидетелӗсем ҫинчен интернетра нумай вуларӑм,— тет ҫӳлерех асӑннӑ Сесилия.— Вӗсем ҫинчен нумай япӑххине илтнӗ эпӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ манӑн вӗсем пирки пӗр лайӑх шухӑш та пулман». Анчах та каярахпа ҫак хӗрарӑм Иегова Свидетелӗсемпе курса калаҫнӑ та хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтаракан хуравсем тупнӑ.

Сирӗн Иегова Свидетелӗсем ҫинчен тӗрӗссине пӗлес килет-и? Ҫакӑн ҫинчен эпир сире Иегова Свидетелӗсенчен хӑйсенчен, ҫак брошюрӑна пичетлесе кӑларнӑ ҫынсенчен, пӗлме сӗнетпӗр (Ытарӑшсем 14:15). Малалли статьясем сире эпир камне, эпир мӗне ӗненнине тата мӗнле ӗҫ туса тӑнине ӑнланма пулӑшасса эпир шанатпӑр.