Ирӗклӗх паракан Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑр
«Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 ИОАНН 5:3).
1. Иегова ирӗклӗх ҫине мӗнле пӑхать тата вӑл Адампа Евӑна мӗнле ирӗклӗх панӑ?
ИЕГОВА кӑна пур тӗлӗшрен те ирӗклӗ. Анчах та вӑл ҫав ирӗклӗхпе яланах тӗрӗс усӑ курать; вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсен ирӗклӗхне хӗсмест тата вӗсене кашни пӗчӗк япалана апла е капла тумалла тесе тӑмасть. Ун вырӑнне вӑл вӗсене суйласа илме ирӗк панӑ, ҫакӑ вара вӗсене йышӑнусем тума тата хӑйсен тӗрӗссине тӑвас кӑмӑлне пурне те ҫырлахтарма май парать. Сӑмахран, Турӑ Адампа Евӑна пӗр япалана кӑна тума ирӗк паман — «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне» ҫиме хушман (Пулт. 2:17). Пултараканӑн ирӗкне туса тӑнӑ чухне мӗн тери ирӗклӗ пулнӑ вӗсем!
2. Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ Турӑ панӑ ирӗклӗхе мӗншӗн ҫухатнӑ?
2 Мӗншӗн Турӑ пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшне питӗ нумай ирӗклӗх панӑ? Вӑл ҫынсене хӑй евӗрлӗ пултарнӑ, ҫавӑн пекех вӗсене совесть панӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна Пултаракан вырӑнне хурса юратни вӗсене тӗрӗс ҫулпа илсе каясса вӑл тивӗҫлипе кӗтнӗ (Пулт. 1:27; Рим 2:15). Шел пулин те, Адампа Ева хӑйсене Пурнӑҫ Паракана ҫителӗклӗ таран пархатарлӑ пулман тата вӑл панӑ ирӗклӗхе хакласах кайман. Ун вырӑнне вӗсем Сатана сӗннӗ ирӗклӗхе суйласа илнӗ, урӑхла каласан, мӗн ыррипе мӗн усаллине вӗсем хӑйсем уйӑрса илес тенӗ, анчах вӗсен ҫавна тума ирӗк пулман. Тата ытларах ирӗклӗ пулас вырӑнне пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ хӑйсене те, хӑйсен пулас ачисене те ҫылӑх чуралӑхне сутнӑ, ҫакӑ вара хӗн-асаппа вилӗм кӳнӗ (Рим 5:12).
3, 4. Иеговӑн ӳкӗчӗсем тӗлӗшӗнчен Сатана пире мӗн тесе ӗнентересшӗн?
3 Сатанан пӗр ҫитменлӗхлӗ икӗ ҫынна тата нумай ангела Туррӑн аслӑ влаҫне сирсе яртарма май килнӗ пулсан, вӑл пире те улталама пултарать. Унӑн хальхи меслечӗсем унчченхисенчен улшӑнсах тӑмаҫҫӗ. Вӑл пире Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑма йывӑр, вӗсем пире телейсӗр тӑваҫҫӗ тата савӑнса пурӑнма памаҫҫӗ тесе ӗнентересшӗн (1 Иоанн 5:3). Ҫавӑн пек шухӑшлакан ҫынсемпе час-часах хутшӑнатпӑр пулсан, эпир те вӗсем пек шухӑшлама пуҫлӑпӑр. «Япӑх ҫынсемпе хутшӑнни ман ҫине самаях витӗм кӳчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн шухӑшсем тантӑшсеннинчен урӑхларах пуласран хӑраттӑмччӗ»,— тет аскӑн ӗҫ тунӑ 24 ҫулхи хӗрарӑм тӑван. Эсир те, тен, ыттисем витӗм кӳни питӗ вӑйлӑ пулнине хӑвӑр ҫинче туйнӑ пуль.
4 Шел пулин те, хӑш-пӗр чухне христиансен пухӑвӗнче те кам та пулин япӑх витӗм кӳме пултарать. «Эпӗ хӑш-пӗр ҫамрӑксене, ӗненменнисемпе тӗл пулнине, ҫӳренине пӗлетӗп,— калать пӗр ҫамрӑк арҫын тӑван.— Анчах та эпӗ каярахпа ҫакна ӑнлантӑм: мӗн чухлӗ нумайрах вӗсен хушшинче пултӑм, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсем пек пулса пытӑм. Иеговӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусем начарланма пуҫларӗҫ. Тӗлпулусенче савӑнӑҫ илме пӑрахрӑм, сӑваплӑ ӗҫе тума аран-аран тухаттӑмччӗ. Ҫакӑнтан эпӗ вӗсемпе хутшӑнма пӑрахма вӑхӑт ҫитнине ӑнланса илтӗм. Эпӗ ҫапла турӑм та!» Кампа хутшӑнатӑр, ҫавсем сирӗн ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарнине эсир ӑнланатӑр-и? Пире халӗ те усӑ пама пултаракан Библири тӗслӗхе пӑхса тухар (Рим 15:4).
ВӐЛ ВӖСЕН ЧӖРИНЕ ХӐЙ МАЙЛӐ ҪАВӐРНӐ
5, 6. Авессалом ыттисене мӗнле улталанӑ тата унӑн меслечӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ-и?
5 Ыттисем ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсен тӗслӗхӗсем Библире нумай. Вӗсенчен пӗри — Авессалом, Давид патшан ывӑлӗ. Авессалом шутсӑр хитре ҫын пулнӑ. Анчах та вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн, Сатана пекех, хӑйӗн чӗринче ҫӑткӑнлӑхпа чапшӑн ҫунас кӑмӑла аталанма панӑ. Вӑл ашшӗ вырӑнне патшана ларасшӑн пулнӑ, анчах та унӑн ҫавна тума ирӗк пулман a. Патша влаҫне чеелӗхпе ярса илес тесе Авессалом хӑйне израильсен ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшакан пек кӑтартнӑ, патша керменӗнче вӗсемшӗн никам та тӑрӑшасшӑн мар тесе тӗксе каланӑ. Шуйттан Эдем садӗнче хӑйне мӗнле тытнӑ пекех, Авессалом та хӑйне ырӑ тӑвакан ҫын пек кӑтартнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн ашшӗ ҫинчен сӗмсӗр элек сарнӑ (2 Патш. 15:1—5).
6 Авессаломӑн чее меслечӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ-и? Хӑш-пӗр енчен ӑнӑҫлӑ пулнӑ теме пулать, мӗншӗн тесен Библире каланӑ: «Авессалом ӗнтӗ патша патне сута пыракан кашни Израиль ҫыннипе ҫапла калаҫнӑ, вара майӗпен-майӗпен израильсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ» (2 Патш. 15:6). Анчах та юлашкинчен мӑнкӑмӑллӑх Авессалома пӗтернӗ, ҫавна пула вӑл хӑй те, вӑл улталанӑ пин-пин Израиль ҫынни те вилнӗ (2 Патш. 18:7, 14—17).
7. Авессаломпа пулса иртнинчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?
7 Мӗншӗн израильсем унӑн ултавне ҫӑмӑллӑнах ӗненнӗ? Тен, вӗсем Авессалом мӗн тума сӑмах панине илесшӗн ҫуннӑ. Е, тен, вӗсене унӑн хитре сӑн-пичӗ илӗртнӗ. Кирек мӗнле пулсан та, ҫапла калама пулать: вӗсем Иеговӑна тата вӑл суйласа лартнӑ патшана чунтан парӑнсах кайман. Хальхи вӑхӑтра Сатана, Иеговӑн ӗҫлекенӗсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, ҫавнашкал «Авессаломсемпе» усӑ курсах тӑрать. «Иеговӑн ӳкӗчӗсем ним тума та ирӗк памаҫҫӗ,— теме пултараҫҫӗ вӗсем.— Уншӑн ӗҫлемен ҫынсем ҫине пӑхӑр-ха. Вӗсем савӑнса кӑна пурӑнаҫҫӗ!» Ҫавӑн пек сӑмахсенче эсир сӗмсӗр суяна уйӑрса илме пултарӑр-ши тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлӑр-ши? Иеговӑн «чӑн аван саккунӗ», Христос саккунӗ, кӑна чӑн-чӑн ирӗклӗх пама пултарнине эсир ӑнланатӑр-и? (Иак. 1:25.) Ку ҫапла пулсан, ҫав саккуна хаклӑр, христиансен ирӗклӗхӗпе тӗрӗс мар усӑ курассинчен сыхланса тӑрӑр. (1 Петр 2:16 вуласа пар.)
8. Иеговӑн нормисене пӑсни телей кӳменнине пурнӑҫра пулса иртнӗ мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?
8 Сатана уйрӑмах ҫамрӑксене улталасшӑн. Вӑтӑр ҫулхи арҫын тӑван ҫамрӑк чухне хӑйне мӗнле туйни ҫинчен ҫапла каланӑ: «Иеговӑн нравственность нормисем хӳтӗлеҫҫӗ тесе мар, ним тума та памаҫҫӗ тесе шухӑшлаттӑмччӗ». Ҫавна пула вӑл аскӑн ӗҫ тунӑ. Анчах та ҫакӑ ӑна телейлӗ туман. «Нумай ҫул хушши хама айӑплӑ пек туйрӑм, совесть канӑҫ памарӗ»,— каланӑ вӑл. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ҫамрӑклӑхне аса илнӗ май ҫырнӑ: «Аскӑн ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн мӗншӗн ҫавна турӑм-ши тесе ӳкӗнетӗн, хӑвна ниме тӑман ҫын пек туятӑн. Халӗ те, 19 ҫул иртсен, япӑх асаилӳсем канӑҫ памаҫҫӗ». Тепӗр хӗрарӑм тӑван калать: «Хама мӗнле тытнипе эпӗ хам юратакан ҫынсен чунне ыраттарнине ӑнланни манӑн шухӑшсемпе туйӑмсене канӑҫ памарӗ, Турӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусем ҫине япӑх витӗм кӳчӗ. Иегова ырланисӗр пурӑнни вӑл — чӗр нуша!» Сатана сана ҫылӑх мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн мар.
9. а) Иегова, унӑн саккунӗсем тата принципӗсем ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине пӗлме пире мӗнле ыйтусем пулӑшӗҫ? ӑ) Мӗншӗн Турра лайӑх пӗлмелле?
9 Шел пулин те, чӑнлӑхпа пурӑнакан нумай ҫамрӑкӑн — кӑшт аслӑраххисен те — ҫылӑх кӳрекен киленӳ питӗ хакла ларнине хӑйсен пурнӑҫӗнче тутанса пӑхма тивнӗ! (Гал. 6:7, 8.) Ҫавӑнпа та хӑвӑнтан ҫапла ыйт: «Сатана мана улталас тесе мӗнле чее меслетсемпе усӑ курнине эпӗ пӗлетӗп-и? Эпӗ Иеговӑна мана яланах тӗрӗссине калакан, ыррине сунакан чи ҫывӑх тус вырӑнне хуратӑп-и? Вӑл чӑннипех хаклине, мана пысӑк телей кӳрекеннине манран нихӑҫан та пытарса тӑрас ҫуккине ӗненетӗп-и?» (Исаия 48:17, 18 вуласа пар.) Чунтан-вартан «ҫапла» тесе калас тесен, Иеговӑна ҫиелтен кӑна пӗлни ҫителӗклӗ мар. Иеговӑна питӗ лайӑх пӗлмелле тата Библири саккунсемпе принципсенче вӑл сана ирӗклӗхсӗр хӑварасшӑн пулни мар, сана юратни палӑрса тӑнине ӑнланмалла (Пс. 25:14, ҪТ).
ӐСЛӐ ТА ИТЛЕСЕ-ПӐХӐНСА ТӐРАКАН ЧӖРЕ ПИРКИ КӖЛТӐВӐР
10. Пирӗн хӑш енчен Соломон патша пек пулма тӑрӑшмалла?
10 Ҫамрӑк пулнӑ чухне Соломон хӑйне кӗҫӗне хурса кӗлтунӑ: «Эпӗ тайӑн ача, мӗнле кӗрсе мӗнле тухмаллине те пӗлместӗп». Унтан вӑл Турӑран ӑслӑ та тӗрӗс, е итлесе-пӑхӑнса тӑракан, чӗре пама ыйтнӑ (3 Патш. 3:7—9, 12). Иегова унӑн чунтан каланӑ кӗлли ҫине хуравланӑ, апла пулсан, вӑл, эсӗ ҫамрӑк пулнипе пулманнине пӑхмасӑрах, санӑн кӗллӳ ҫине те хурав парӗ. Паллах ӗнтӗ, Иегова ӑнланупа ӑслӑлӑх тӗлӗнмелле майпа памӗ. Анчах та эсӗ унӑн Сӑмахне тӑрӑшса вӗренсен, святой сывлӑш пирки кӗлтусах тӑрсан тата христиансен пухӑвӗнче парса тӑракан ӳкӗтсене пурнӑҫласа пырсан, вӑл сана ӑслӑлӑх илме пулӑшӗ (Иак. 1:5). Ҫапла майпа Иегова хӑйӗн ҫамрӑк ӗҫлекенӗсене те хӑйӗн вӗрентӗвӗсене сирсе яракансенчен тата ҫак тӗнчере «ӑсчахсем, ӑслӑ-тӑнлисем» теекенсенчен ӑслӑрах тӑвать (Лука 10:21; Псалом 118:98—100 вуласа пар).
11—13. а) Эпир Псалом 25:4, Ытарӑшсем 13:21 тата 1 Коринф 15:33 сӑвӑ йӗркисенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Ҫак Библи принципӗсене эсӗ мӗнле тытса пыма пултарнӑ пулӑттӑн?
11 Иеговӑна лайӑхрах пӗлес тесен Библи вӗренмелле тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакна туни мӗншӗн кирлине аяларах илсе панӑ Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхса тухсан курӑпӑр. Ҫав кашни сӑвӑ йӗркинче туссене мӗнле суйламаллипе ҫыхӑннӑ принцип пур: «Суеҫӗ ҫынсемпе лармарӑм, чее ҫынсемпе те каяссӑм ҫук» (Пс. 25:4). «Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать» (Ытар. 13:21). «Усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та [«усӑллӑ йӑласене», ҪТ] пӑсаҫҫӗ» (1 Кор. 15:33, ҪХ).
12 Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? 1) Иегова пире туссене тимлӗ суйлама сӗнет. Вӑл пире хамӑра, унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене сиен тума пултаракан ӗҫсенчен хӳтӗлесшӗн. 2) Эпир хутшӑнакан ҫынсем пирӗн ҫине витӗм кӳреҫҫӗ — япӑх енчен те, лайӑх енчен те. Ку чӑнах та ҫапла. Ҫав сӑвӑ йӗркисенче шухӑша мӗнле уҫса панинче Иегова пирӗн чӗрене хускатма тӑрӑшни курӑнать. Асӑрхӑр-ха, вӗсенчен пӗринче те, калӑпӑр, «санӑн ҫавна тума юрамасть» текен правило ҫук. Ун вырӑнне вӗсене ҫавна тусан, ҫавӑ пулать тесе ҫырнӑ. Тӗрӗссипе каласан, Иегова пире ҫапла калать теме пулать: «Ҫакӑ вӑл чӑнлӑх. Эсӗ мӗн тӑвӑн-ши? Санӑн чӗрӳнте мӗн унта?»
13 Ҫак виҫӗ сӑвӑ йӗркинче нихӑҫан улшӑнман чӑнлӑхсем пуртан, вӗсем хӑйсен пӗлтерӗшне паянхи кун та ҫухатман тата вӗсене тӗрлӗ лару-тӑрура та тытса тӑма пулать. Сӑмахран, хӑвна ҫакнашкал ыйтусем пар: «„Чее ҫынсемпе“ хутшӑнассинчен мӗнле пӑрӑнма пулать? Хӑш чухне эпӗ вӗсене тӗл пулма пултарнӑ пулӑттӑм? (Ытар. 3:32; 6:12.) Иегова мана хутшӑнма сӗнекен „ӑслӑ ҫынсем“ камсем вӗсем? Ҫыхланма кирлӗ мар „ухмаххисем“ шутне камсем кӗреҫҫӗ? (Пс. 110:10; 111:1; Ытар. 1:7.) Япӑх туссем суйланипе эпӗ мӗнле „усӑллӑ йӑласене“ пӑсатӑп? Япӑх туссем ҫак тӗнчере кӑна пулаҫҫӗ-и?» (2 Петр 2:1—3.) Ҫак ыйтусем ҫине эсӗ мӗнле хуравланӑ пулӑттӑн?
14. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассине мӗнле лайӑхлатма пулать?
14 Ҫав виҫӗ сӑвӑ йӗрки ҫинчен шухӑшланӑ пекех мӗншӗн-ха санӑн хӑвна, хӑвӑн ҫемйӳне хумхантаракан ыйтусем ҫине Турӑ мӗнле пӑхнине уҫса паракан ытти сӑвӑ йӗркисене те тӗпчесе пӑхас мар? b Ашшӗ-амӑшӗсем, ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне ҫавӑн пек темӑсене пӑхса тухма палӑртса хурӑр. Ҫакна асра тытӑр: сирӗн тӗллев вӑл — ҫемьере кашнине Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсенче вӑл пире питӗ хытӑ юратнине курма пулӑшасси (Пс. 118:72). Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек вӗренни ҫемьере кашнине Иеговӑпа тата пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшмалла.
15. Эсӗ хӑвӑн чӗрӳ ӑслӑ та итлесе-пӑхӑнса тӑракан пулса пынипе пыманнине мӗнле пӗлме пултаратӑн?
15 Эсӗ хӑвӑн чӗрӳ ӑслӑ та итлесе-пӑхӑнса тӑракан пулса пынипе пыманнине мӗнле пӗлме пултаратӑн? Пӗр меслет вӑл — хамӑр мӗнле шухӑшланине Туррӑн авалхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем, сӑмахран, Давид патша, мӗнле шухӑшланипе танлаштарни. Вӑл ҫырнӑ: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех» (Пс. 39:9). Ҫавӑн пекех 118-мӗш Псалом ҫыракан та каланӑ: «Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп» (Пс. 118:97). Ҫавнашкал юрату хӑйне хӑех пулмасть. Вӑл тарӑннӑн тӗпченӗрен, кӗлтунӑран, шухӑшланӑран тата ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса пыни вӗҫӗ-хӗррисӗр пиллӗхсем панине курнӑран аталанма пуҫлать (Пс. 33:9).
ХРИСТИАН ИРӖКЛӖХӖШӖН КӖРЕШӖР!
16. Чӑн-чӑн ирӗклӗхшӗн кӗрешнӗ чухне ҫӗнтерес тетпӗр пулсан, мӗне пирӗн асра тытмалла?
16 Историре халӑхсем ирӗклӗхшӗн хаяр вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ. Апла пулсан, санӑн христианин пулнӑ май илнӗ ирӗклӗхӳшӗн тата хытӑрах кӗрешмелле! Асра тыт: санӑн тӑшманусем шутне Сатана, унӑн тӗнчи тата ҫав тӗнчен наркӑмӑшлӑ сывлӑшӗ кӑна кӗмест. Санӑн хӑвӑн ҫитменлӗхӳсемпе те, ҫав шутрах ултавлӑ чӗрепе те кӗрешмелле (Иер. 17:9; Эф. 2:3). Иегова пулӑшнипе эсӗ ҫав кӗрешӳре ҫӗнтерме пултаратӑн. Унсӑр пуҫне кашни ҫӗнтерӳ, пӗчӗк-и вӑл е пысӑк-и, сахалтан та, икӗ енчен усӑ парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, эсӗ Иеговӑн чӗрине савӑнтарӑн (Ытар. 27:11). Иккӗмӗшӗнчен, «чӑн аван саккуна, ирӗке кӑларакан саккуна» пӑхӑнса тӑни сана хӑвнах ырӑлӑх парса тӑнине кашнинчех курса тӑрӑн, ҫавӑн пекех ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫул ҫинче тата ҫирӗпрех тӑма шут тытӑн. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсӗ Иегова хӑйне чунтан парӑнса пурӑнакансене пама пулнӑ ирӗклӗхе тата нумайрах илнипе савӑнма пултарӑн (Иак. 1:25; Матф. 7:13, 14).
17. Хамӑр ҫитменлӗхсемшӗн пирӗн мӗншӗн ытлашши кулянмалла мар тата Иегова пире йӑнӑшсан мӗнле пулӑшать?
17 Паллах ӗнтӗ, эпир пурте хӑш-пӗр чухне йӑнӑшсем тӑватпӑр (Еккл. 7:20). Ҫавӑн пекки пулса тухсан, хӑвна ытлашши ан айӑпла е хӑвӑн пирки ниме тӑман ҫын тесе ан шутла. Такӑнтӑн пулсан, тӑр та малалла ут — ҫавна тумашкӑн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла пулсан та. Иаков каланӑ тӑрӑх, вӗсем «ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ» (Иак. 5:15). Турӑ чӑннипех хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине тата вӑл санра темскер лайӑххине курнӑран пухӑва хӑй сана илсе килнине нихӑҫан та ан ман. (Псалом 102:8, 9 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та эсӗ Иеговӑшӑн пӗтӗм чӗрӳпе ӗҫлеме тӑрӑшнӑ чухне вӑл сана нихӑҫан та пӑрахмӗ (1 Ҫулс. 28:9).
18. Иегова пире сыхласа тӑтӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
18 Хӑй вилес умӗнхи каҫ 11 шанчӑклӑ апостолӗ пирки кӗлтунӑ чухне Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен «вӗсене... усал-тӗселтен [«Усалтан», ҪТ] сыхласа тӑр» тесе ыйтнӑ (Иоанн 17:15). Иисус апостолсемшӗн кӑна мар, хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн пуриншӗн те пӑшӑрханнӑ. Эпир Иегова Иисусӑн кӗлли ҫине хурав парасса тата вӑл пире хальхи шутсӑр йывӑр вӑхӑтра сыхласа тӑрасса шанма пултаратпӑр. «Вӑл [Иегова] — таса пурӑнакансенӗн хулканӗ... [Вӑл] Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн сукмакне сыхӑ усрать» (Ытар. 2:7, 8). Иеговӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса пурӑнма яланах ҫӑмӑл мар, анчах та Иеговӑна итлесе пурӑнни кӑна ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пырать (Рим 8:21). Ыттисем урӑхла шутласан та эсӗ вӗсене хӑвна улталама ан пар!
[Сноскӑсем]
a Авессалом ҫуралнӑ хыҫҫӑн Турӑ Давида ун вырӑнне патшана унӑн пулас «вӑрлӑхӗ» ларать тесе сӑмах панӑ. Ҫавӑнпа та Авессалом хӑйне Давид хыҫҫӑн патшана ларма Иегова суйламаннине пӗлнӗ пулас (2 Патш. 3:3; 7:12).
b Сӑмахран, 1 Коринф 13:4—8 сӑвӑ йӗркисенче Павел юрату мӗн иккенне ӑнлантарса парать, Псалом 18:8—12 сӑвӑ йӗркисенче Иеговӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑни мӗнле-мӗнле пиллӗхсем панине ҫырса панӑ.
[Сӳтсе явмалли ыйтусем]