Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йывӑр чирпе чирлетӗр пулсан

Йывӑр чирпе чирлетӗр пулсан

«Тухтӑр сирӗн ӳпкепе хулӑн пыршӑ ракӗ тесе пӗлтерсен ку маншӑн вилӗм приговорӗ пекех пулчӗ. Анчах та больницӑран киле таврӑнсан эпӗ ҫапла шутларӑм: „Паллах, ҫакӑн пек диагноз лартасса эпӗ пачах кӗтмен, апла пулин те ҫакна чӑтса ирттермелле“» (71 ҫулхи Линда).

«Манӑн пит ҫинчи сулахай енчи нерв аманнӑ. Ыратнипе питӗ асапланнӑран ман депрессие кӗрсе ӳкесси пулкалать. Эпӗ пӗрре анчах мар хама тӑр пӗччен тӑрса юлнӑ пек туяттӑм, хам ҫине ал хума та шутлаттӑм» (49 ҫулхи Элис).

ЭСИР хӑвӑр е сирӗн юратнӑ ҫын хӑрушӑ чирпе чирлӗ пулсан, ҫакӑ мӗн тери вӑйлӑ пӑшӑрхантарма пултарнине пӗлетӗр. Чир кӑна мар, ӑна пула ҫуралнӑ тӗрлӗ туйӑмсем те — шалт аптраса ӳкни, тарӑхни, хӑрани, пӑшӑрханни — асаплантарма пултараҫҫӗ. Ҫитменнине тата пӗрмай больницӑна ҫӳресе халран кайнине пула, сипленмеллипе тата тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пула, унсӑр пуҫне, эмелсем мӗнле витӗм кӳнине пула та хытӑрах пӑшӑрханса, хӑраса ӳкме пулать. Ҫакнашкал туйӑмсемпе йывӑр чире пула пурӑнас килми пулса тӑма пултарать.

Ҫакӑн пек лару-тӑрура нумайӑшне Турра кӗлтуни тата Библири йӑпатакан сӑмахсем лӑплантарнӑ. Унсӑр пуҫне, тӑвансемпе туссем юратса пулӑшни те питӗ ҫирӗплетме пултарать.

МӖН ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?

58 ҫулхи Роберт ҫакӑн пек канаш парать: «Чирленӗ чухне Турра шан. Вара вӑл сана ҫак йывӑр ҫула утса тухма пулӑшӗ. Иеговӑна кӗлту. Хӑвӑн туйӑмсене ӑна уҫса пар. Святой сывлӑш ыйт. Чӗрере мир упраса хӑварас тесе лайӑххи ҫинчен шутлама тата килтисемшӗн тӗрек пулма пулӑшу ыйт».

Тата Роберт ҫапла калать: «Ҫемье пулӑшни питӗ хаклӑ. Вӗсем сана кирек хӑш вӑхӑтра та ҫирӗплетме пултараҫҫӗ! Кунне пӗр-ик ҫын та пулин шӑнкӑравласа ӗҫсем мӗнле тесе ыйтатех. Унсӑр пуҫне, ман пата тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан туссем шӑнкӑравлаҫҫӗ тата ҫыраҫҫӗ. Ҫакӑ мана хама лайӑхрах туйма тата малалла кӗрешме пулӑшать».

Эсир чирлекен туса кайса курасшӑн пулсан, Линда мӗн каланине тимлӗр: «Чирлекен ҫын май ҫитнӗ таран ыттисем пекех пурӑнасшӑн тата хӑйӗн чирӗ ҫинчен яланах калаҫасшӑн мар. Ҫавӑнпа та ахаль чухне ҫынсемпе мӗн ҫинчен калаҫатӑн, ҫавӑн ҫинчен калаҫ».

Туррӑн вӑйӗ, Библири йӑпатакан сӑмахсем тата килтисемпе туссем пулӑшни сире йывӑр чире пӑхмасӑрах малалла пурӑнма ҫирӗп шут тытма пулӑшӗ.