Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Хурал башнинчи» хушма статьясем

«Хурал башнинчи» хушма статьясем

Хыпарҫӑсем нумайӑшӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленмешкӗн JW Library® приложенипе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсене унта «Хурал башнинчи» вӗренмелли статьясене тупма ҫӑмӑл пулни килӗшет. Анчах та вӗренмелли кӑларӑмсенче хушма статьясем те пур. Вӗсем те пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ. JW Library приложенире вӗсене мӗнле тупмалла?

  • Кашни вӗренмелли статья вӗҫӗнче «Дополнительные материалы» подзаголовок пур. Ҫав подзаголовок айӗнче «Другие статьи в этом выпуске» ссылка пур. Ун ҫине пусӑр, вара журналта мӗнле-мӗнле статьясем пуррине кӑтартакан страница уҫӑлӗ. Унта эсир вӗренмелли статьясен ячӗсемпе номерӗсене те, хушма статьясен ячӗсене те курӑр. Хӑвӑр вулас тенӗ статьян заголовокӗ ҫине пусӑр.

  • JW Library тӗп страницинче «Новое» уйрӑмра «Хурал башнин» ҫӗнӗ кӑларӑмӗ тухсанах ӑна уҫласа илме пулать. Уҫласа илнӗ журнал ҫине пусӑр та, вара журналта мӗнле-мӗнле статьясем пуррине кӑтартакан страница уҫӑлӗ. Пӗр статьяна та сиктерсе хӑварас мар тесе ӑна пӑхса тухӑр.