Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Кам айӑплӑ?

Кам айӑплӑ?

Эпир тӳсекен хӗн-асап Турӑран мар пулсан, мӗншӗн-ха вара нумай-нумай ҫын выҫлӑхпа, чухӑнлӑхпа асапланать, ҫавӑн пекех чирсенчен, вӑрҫӑсенчен тата ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн курать? Библире, Турӑ Сӑмахӗнче, виҫӗ сӑлтав ҫинчен каланӑ.

  1. Эгоизм, ҫӑткӑнлӑх тата курайманлӑх. Екклесиаст 8:9-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать». Ҫынсем час-часах тепӗр ҫынсен кӑлтӑкӗсене, эгоизмне тата хаярлӑхне пула хӗн кураҫҫӗ.

  2. Кӗтмен ҫӗртен пулакан ӗҫсем. Ҫынсем час-часах «вӑхӑтран, ӑнсӑртран» пулакан ӗҫсенчен хӗн кураҫҫӗ (Екклесиаст 9:11). Урӑхла каласан, хӑш-пӗр чухне ҫынсем кирлӗ мар вӑхӑтра кирлӗ мар ҫӗрте пулаҫҫӗ, вара инкеке лекеҫҫӗ е тепӗр ҫыннӑн явапсӑрлӑхне тата йӑнӑшне пула йывӑрлӑха кӗрсе ӳкеҫҫӗ.

  3. Ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ. Ҫынсем тӳсекен асапсемшӗн кам айӑплӑ пулнине Библире тӳррӗн каланӑ. Унта «пӗтӗм тӗнче Усал аллинче» тенӗ (1 Иоанн 5:19, ҪТ). «Усал» вӑл — Сатана Шуйттан, вӑл Туррӑн хӑватлӑ ангелӗ пулнӑ, анчах «чӑнлӑхра тӑрайман» (Иоанн 8:44, ҪС). Ытти хӑш-пӗр ангелсем те хӑйсем мӗн тӑвас килнине тӑвас тесе Сатана майлӑ тӑнӑ. Вӗсем Турра хирӗҫ кайса демонсем пулса тӑнӑ (Пултарни 6:1—5). Унтанпа Сатанапа унӑн демонӗсем тӗнче ҫине питӗ вӑйлӑ тата питӗ япӑх витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫакӑ уйрӑмах хальхи вӑхӑтра палӑрса тӑрать. Шуйттан халӗ питӗ хаяр, вӑл «пӗтӗм тӗнчене» илӗртсе улталать, ҫавӑнпа ҫынсем хуйхӑ кураҫҫӗ (Ӳлӗмхине 12:9, 12). Чӑнах та, Сатана — никама та хӗрхенме пӗлмен пуҫлӑх. Ҫынсем асапланнине курма ӑна питӗ килӗшет. Эпир тӳсекен хӗн-асапшӑн Турӑ мар, Сатана айӑплӑ.

ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР: хаярскер тата хӗрхенме пӗлменскер кӑна пӗр айӑпсӑр ҫынсене асаплантарма пултарать. Библире вара: «Турӑ — юрату вӑл»,— тенӗ (1 Иоанн 4:8). Юрату — Туррӑн тӗп паха енӗ, ҫавӑнпа та «Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук» (Иов 34:10).

Анчах сирӗн ыйту сиксе тухма пултарать: «Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ хӑҫанччен Сатанана ҫапла хаяррӑн хуҫаланма парӗ?» Турӑ усала курайманнине пӗлтӗмӗр тата эпир асапланнине курса тӑма ӑна хӗн пулнине те куртӑмӑр. Унсӑр пуҫне, Библире каланӑ: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр» (1 Петр 5:7). Иегова пире юратать! Пӗтӗм хӗн-асапа тата тӗрӗсмарлӑха пӗтерме унӑн вӑй та, власть та пур. Ҫакӑн ҫинчен тепӗр статьяра ӑнлантарса панӑ.