Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Африкӑпа Америка континентсем хушшинче чурасене сутас ӗҫ питӗ пысӑк тупӑш парса тӑнӑ

Чуралӑх. Ӗлӗк тата паян

Чуралӑх. Ӗлӗк тата паян

Блессинг * Европӑна куҫса килсен парикмахер пулса ӗҫлетӗп тесе шутланӑ. Анчах ун вырӑнне ӑна вунӑ кун хушши хӗненӗ тата унӑн ҫемйи те хӗн курӗ тесе хӑратнӑ. Ҫапла майпа ӑна вӑйпах проститутка ӗҫне явӑҫтарнӑ.

Авалхи Египетри тыткӑна илнӗ чурасем

Проституци ҫуртне тытса тӑракан хӗрарӑм Блессинга санӑн мана 40 000 евро памалла тенӗ. Ҫакна тӳлесе татас тесен Блессингӑн кашни каҫ 200—300 евро ӗҫлесе илмелле пулнӑ. «Эпӗ час-часах тарасси пирки шутланӑ, — каласа парать вӑл, — анчах ҫав ҫынсем манӑн ҫемьене усал тӑвасран хӑраттӑмччӗ. Эпӗ капкӑна лекрӗм». Ҫакӑ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ секс-индустрийӑна лекнӗ хӗрсенчен пӗр тӗслӗхӗ кӑна. Паян ҫакӑн пек чуралӑхра тӑватӑ миллион ҫын патнелле.

Тӑватӑ пин ҫула яхӑн каялла Иосиф ятлӑ пӗр ҫамрӑка хӑйӗн пиччӗшӗсем чуралӑха сутнӑ. Вӑл Египетри пуян ҫыннӑн ҫуртӗнче тарҫӑ пулса тӑнӑ. Чи малтанах хуҫа хӑйне унпа ыррӑн тытнӑ. Анчах Иосиф хӑйӗн ҫумне хуҫа арӑмӗ ҫулӑхнине сирсе янӑ хыҫҫӑн ӑна, вӑл хуҫа арӑмне мӑшкӑллама хӑтланнӑ тесе, суйса айӑпланӑ. Вара Иосифа тӗрмене лартнӑ та тимӗр мӑйкӑч тӑхӑнтартнӑ (Пултарни 39:1—20; Псалом 104:17—19).

Иосиф — ӗлӗкхи вӑхӑтра пурӑннӑ чура, Блессинг вара — XXI ӗмӗрти чура. Вӗсем иккӗшӗ те ҫынсене чуралӑха сутас ӗҫрен, пин-пин ҫула пыракан ӗҫрен, хӗн курнӑ. Ҫав ӗҫре ҫынсем тавар вырӑнӗнче, сутакансем вара укҫашӑн кӑна ҫунаҫҫӗ.

ВӐРҪӐСЕМ ТАТА ЧУРАЛӐХ

Вӑрҫӑсем мӗн авалтанпах чурасене илсе тӑмалли чи ҫӑмӑл май пулнӑ. Египет фараонӗ, III Тутмос, Ханаана хирӗҫ пӗрре вӑрҫӑпа тухнипех 90 000 ҫынна парӑнтарнӑ. Египтянсем вӗсене рудниксенче, храмсене туса лартас тата канавсене тӑвас ӗҫре ӗҫлеттернӗ.

Рим империйӗ те вӑрҫӑсене пула нумай чура илнӗ. Хӑш-пӗр чухне вӑрҫӑсене чурасем ытларах пулччӑр тесе кӑна пуҫарса янӑ. Пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ӗмӗрте Рим халӑхӗ хушшинче чурасем ҫурри патнелле пулнӑ. Египетри тата Римри чурасен пурнӑҫӗ питӗ йывӑр пулнӑ. Тӗслӗхрен, Рим рудникӗсенче ӗҫленӗ чурасем вӑтамран 30 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ.

Вӑхӑт иртсен те чурасен пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланман. XVI—XIX ӗмӗрсенче Африкӑпа Америка континентсем хушшинче чурасене сутас ӗҫ питӗ пысӑк тупӑш парса тӑракан ӗҫ пулнӑ. ЮНЕСКО отчетӗнче каланӑ тӑрӑх, 25—30 миллион арҫынна, хӗрарӑма тата ачана вӑйпах ҫӗршывран илсе тухса чуралӑха сутса янӑ. Атлантика океанӗ урлӑ каҫнӑ чухне ҫӗр-ҫӗр пин ҫын вилнӗ. Олауда Эквиано, чӗрӗ юлнӑ чурасенчен пӗри, ҫырнӑ: «Хӗрарӑмсем ҫухӑрни тата вилекен ҫынсем йынӑшни мӗн тери хӑрушӑ пулнине нимӗнле сӑмахпа та каласа параяс ҫук».

Шел пулин те, чуралӑх вӑл этемлӗхӗн историйӗнче пулнӑ хӑрушӑ тапхӑр кӑна мар. Пӗтӗм тӗнчери ӗҫлев организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян 21 миллиона яхӑн арҫын, хӗрарӑм тата ача чуралӑхра пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ӗҫленӗшӗн питӗ сахал тӳлеҫҫӗ е пачах нимӗн те тӳлемеҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫуртӗнче, рудниксенче, кирпӗч кӑларакан заводсенче, проституци ҫурчӗсенче тата вӑрттӑн ҫӗвӗ цехӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра чуралӑх законлӑ мар, анчах вӑл анлӑрах та анлӑрах сарӑлса пырать.

Халӗ те тӗнчере миллион-миллион ҫын чура пек ӗҫлесе пурӑнать

ИРӖКЕ ТУХНИ

Хуҫасем хӑйсене хаяррӑн тытнӑран нумай-нумай чура ирӗклӗхшӗн кӗрешнӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте Рим империйӗнче Спартак ятлӑ гладиатор тата 100 000 яхӑн чура пӑлхав ҫӗкленӗ, анчах ҫакӑ ӑнӑҫсӑр пулнӑ. XVIII ӗмӗрте Эспаньола утравӗнчи чурасем хӑйсене хӗсӗрлекен хуҫисене хирӗҫ тӑнӑ. Вӗсен сахӑр плантацийӗсенче тунӑ ӗҫӗ шутсӑр йывӑр пулнӑ, ҫакӑ вара 13 ҫул хушши пынӑ граждан вӑрҫи патне илсе ҫитернӗ. Юлашкинчен, 1804 ҫулта ҫӗнӗ ирӗклӗ ҫӗршыв — Гаити Республики — йӗркеленнӗ.

Израиль халӑхӗ Египетран тухни чуралӑхран хӑтӑлнисенчен чи ӑнӑҫли пулнӑ пулас. Виҫӗ миллиона яхӑн ҫын — пӗтӗм халӑх — Египет чуралӑхӗнчен ирӗке тухнӑ. Ирӗке тухиччен вӗсен нумай хӗн курма тивнӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, вӗсене «пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе... вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ» (Тухни 1:11—14). Фараонсенчен пӗри еврейсем йышлӑланса ан пыччӑр тесе вӗсен тин ҫеҫ ҫуралнӑ арҫын ачисене вӗлерме те хушнӑ (Тухни 1:8—22).

Этемлӗхӗн историйӗнче Израиль халӑхӗ Египет чуралӑхӗнчен хӑтӑлнӑ пек никам та хӑтӑлман, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсен хутне кӗнӗ. Ҫӳлти Турӑ Моисее каланӑ: «Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, ӑна... хӑтармашкӑн... каятӑп» (Тухни 3:7, 8). Ҫакна асра тытса еврейсем халӗ те, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, кашни ҫул Пасхӑна паллӑ тӑваҫҫӗ (Тухни 12:14).

ЧУРАЛӐХ ЯЛАНЛӐХАХ ПӖТӖ

Библире «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн тӗрӗс марри... ҫук» тенӗ, ҫавӑн пекех унта Турӑ улшӑнмасть тесе те каланӑ (2 Ҫулсеренхи 19:7; Малахия 3:6). Турӑ Иисус Христоса ҫӗр ҫине «тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса... пусмӑртисене хӑтарасса... пӗлтерме» янӑ (Лука 4:18, 19). Ҫакӑнта мӗнле чуралӑх пирки сӑмах пырать? Иисус ҫынсене ҫылӑх тата вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтарма килнӗ. Вӑл каланӑ: «Чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32). Паянхи кунсенче те Иисус пӗлтернӗ чӑнлӑх ҫынсене тӗрлӗ чуралӑхран хӑтарать. (« Урӑх йышши чуралӑхран хӑтӑлни» рамкӑна пӑхӑр.)

Турӑ Иосифа та, Блессинга та чуралӑхран хӑтӑлма пулӑшнӑ, анчах ҫакна вӑл тӗрлӗ майпа тунӑ. Иосифпа пулса иртнӗ чуна хавхалантаракан ӗҫсем ҫинчен Пултарни кӗнекери 39—41 сыпӑксене вуланипе пӗлме пулать. Блессингпа мӗн пулса иртни те тӗлӗнтерет.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Блессинга ҫӗршывран кӑларса янӑ, вара вӑл Испание лекнӗ. Унта вӑл Иегова Свидетелӗсемпе паллашсан Библи вӗренме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма шут тытса Блессинг ӗҫе вырнаҫнӑ та проституци ҫуртне тытса тӑракан хӗрарӑма кашни уйӑх тӳлемелли укҫана пӗчӗклетме ыйтнӑ, лешӗ вара килӗшнӗ. Пӗррехинче ҫав хӗрарӑм Блессинг патне шӑнкӑравланӑ та санӑн мана урӑх тӳлемелле мар тесе каланӑ, каҫару та ыйтнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха? Вӑл та Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ иккен! «Чӑнлӑх тӗлӗнмелле майпа ирӗке кӑларать!» — калать Блессинг.

Иегова Турра израильтянсем чуралӑхра асапланнине курма питӗ йывӑр пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та тӗнчере сарӑлнӑ тӗрӗсмарлӑх ҫине Иегова ҫавӑн пекех пӑхать. Тӗрлӗ йышши чуралӑха пӗтерес тесен ҫынсен обществинче пысӑк улшӑнусем тумалла. Турӑ вара ҫав улшӑнусене тума сӑмах парать. Библире каланӑ: «Турӑ пире ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пама пулнӑччӗ, эпир ҫавна кӗтсе тӑратпӑр — унта тӳрӗлӗх вырӑнаҫӗ» (2 Петр 3:13).

^ 2 абз. Ятне улӑштарнӑ.