Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫынсем «тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ» (Псалом 36:11).

Библи мӗн калать?

Библи мӗн калать?

Библи пӑшӑрханусене ҫӗнтерме пулӑшма пултарать-и?

Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

  •  Ҫапла.

  •  Ҫук.

  •  Пӗлместӗп.

Библи мӗн калать?

«Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр [«пур пӑшӑрханӑва та ӑна шанса парӑр», ҪТ]» (1 Петр 5:7). Пӑшӑрханусене ҫӗнтерме Турӑ пулӑшма пултарать тесе шантарать Библи.

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Кӗлтӑватӑр пулсан Турӑ сире «канӑҫлӑх» пама пултарать, ҫавна пула эсир хӑвӑра лӑпкӑрах туйма пултаратӑр (Филиппӑ 4:6, 7).

  •  Ҫавӑн пекех Турӑ Сӑмахне, Библие, вулани стреса ҫӗнтерме пулӑшма пултарать (Матфей 11:28—30).

Пӑшӑрханусем хӑҫан та пулин пӗтӗҫ-ши?

Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, пӑшӑрханусемпе стресс пурнӑҫра пулаҫҫех. Теприсем вара, лӑпкӑ пурнӑҫ вилнӗ хыҫҫӑн кӑна пулать теҫҫӗ. Эсир мӗн шутлатӑр?

Библи мӗн калать?

Пире мӗн пӑшӑрхантарать, Турӑ ҫавсене пурне те пӗтерӗ. Ӳлӗмхине 21:4-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук».

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫынсем мирлӗ те лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ (Исаия 32:18).

  •  Ытлашши пӑшӑрханасси тата стресс тек пулмӗ (Исаия 65:17).