Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эрик тата Эми

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Ганӑра

Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ — Ганӑра

ЭСИР хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗршыва куҫса кайнӑ тӑвансене пӗлетӗр пулӗ. Тен, эсир хӑвӑртан ыйтнӑ: «Вӗсене ют ҫӗршыва ырӑ хыпар сарма каймашкӑн мӗн хавхалантарнӑ-ши? Унта кайма вӗсем мӗнле хатӗрленнӗ? Эпӗ те ҫавӑн пекрех йышӑну тума пултаратӑп-и?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесен ҫав тӗлӗшрен опыт пухнӑ тӑвансемпе калаҫни лайӑх пулӗччӗ. Айтӑр вӗсенчен хӑш-пӗрисемпе паллашар.

ВӖСЕНЕ МӖН ХАВХАЛАНТАРСА ТӐРАТЬ?

Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗршыва куҫса кайма сире мӗн хавхалантарнӑ? Вӑтӑр ҫулсенчи Эми малтанах Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑннӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ ют ҫӗршывра ырӑ хыпар сарасси ҫинчен темиҫе ҫул хушши шутланӑччӗ, анчах та ҫак тӗллеве пурнӑҫласси манран пулмасть тенӗччӗ». Мӗншӗн-ха вара вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ? Эми малалла калать: «2004 ҫулта Белизра пионер пулса ӗҫлекен упӑшкипе арӑмӗ мана хӑйсем патне пӗр уйӑхлӑха ырӑ хыпар сармашкӑн килме чӗнчӗҫ. Эпӗ килӗшрӗм, ҫавӑншӑн пӗртте шеллемерӗм! Ҫулталӑкран вара пионер пулса ӗҫлеме Ганӑна куҫса кайрӑм».

Эрон тата Стефани

Вӑтӑр ҫулалла ҫывхарса пыракан Стефани, унччен Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑннӑскер, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑхас тенӗ. Вӑл хӑйне каланӑ: «Манӑн сывлӑх лайӑх, ҫемье тивӗҫӗсем те ҫук. Эпӗ Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме пултаратӑп вӗт-ха!» Хӑйӗн лару-тӑрӑвне тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн Стефани Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе Ганӑна куҫса кайма шут тытнӑ. Вӑтам ҫулсенчи Филиппа Ида Данире пионер пулса ӗҫленӗ. Вӗсем хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайма ялан ӗмӗтленнӗ тата ҫак ӗмӗте пурнӑҫлас тесе нумай шутланӑ. «Тинех май сиксе тухрӗ,— каласа парать Филип.— Иегова пире „Ҫул уҫӑ!“ тенӗнех туйӑнчӗ». 2008 ҫулта вӗсем Ганӑна куҫса кайнӑ та унта виҫӗ ҫул ытла ырӑ хыпар сарнӑ.

Брук тата Ханс

Вӑтӑр ҫулсенчи Ханспа Брук Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ. 2005 ҫулта «Катрина» ятлӑ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн вӗсем тӑвансене пулӑшу панӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӑхӑт иртсен вӗсем пӗтӗм тӗнчери строительство проекчӗсене хутшӑнма заявлени ҫырса панӑ, анчах та вӗсене унта чӗнмен. Ханс аса илет: «Каярахпа конгресра пӗр докладра Давид патша ҫинчен каланӑччӗ. Иегова ӑна храм тума ирӗк паманнишӗн вӑл алла усман, тепӗр тӗллев лартнӑ. Ҫак тӗслӗхрен Турӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсене улӑштарнинче ним япӑххи те ҫуккине куртӑмӑр» (1 Ҫулс. 17:1—4, 11, 12; 22:5—11). Брук хушса калать: «Иегова пире урӑх алӑка шаккаттарасшӑн пулнӑ».

Юлташӗсем ют ҫӗршывра ырӑ хыпар мӗнле сарни ҫинчен хавхалануллӑн каласа панӑ хыҫҫӑн Ханспа Брукӑн та куҫса каяс килсе кайнӑ. 2012 ҫулта вӗсем Ганӑна кайнӑ та унта илтменнисен чӗлхипе иртекен пухупа тӑватӑ уйӑх ӗҫленӗ. Кайран вӗсен Пӗрлешӳллӗ Штатсене таврӑнма тивнӗ пулсан та, Ганӑра ӗҫлени вӗсене хӑйсен пурнӑҫӗнче пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырама тата ытларах хавхалантарнӑ. Каярахпа вӗсем Микронезире филиал туса лартма пулӑшнӑ.

ТӖЛЛЕВЕ ПУРНӐҪЛАМА ВӐЙ ХУНИ

Хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта ырӑ хыпар сарма эсир мӗнле хатӗрлентӗр? «Эпӗ „Хурал башнисенче“ ҫакӑн пек майпа ӗҫлени ҫинчен калакан статьясене шыраса тупрӑм *,— каласа парать Стефани.— Унсӑр пуҫне, эпӗ ют ҫӗршывра ырӑ хыпар сарас килни ҫинчен пухури старейшинӑсене тата район надзирателӗпе унӑн арӑмне каласа патӑм. Анчах та чи кирли вӑл — хамӑн тӗллев ҫинчен эпӗ Иеговӑна кӗлӗре каласа параттӑмччӗ». Ҫавӑн пекех Стефани ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл ют ҫӗршывра пурӑнма укҫа пуҫтарма пултарнӑ.

Ханс вара акӑ мӗн калать: «Ӑҫта куҫса каймалли пирки тӗрӗс йышӑну тума эпир Иеговӑран пулӑшу ыйтаттӑмӑр. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн тӗллеве пурнӑҫлама кунне те палӑртса хутӑмӑр, ҫав дата ҫинчен кӗлӗсенче асӑнаттӑмӑр». Ханспа Брук тӑватӑ филиала ҫыру ҫырса янӑ. Ганӑри филиалтан хурав килсен вӗсем унта икӗ уйӑхлӑха ӗҫлеме кайнӑ. «Пире унти пухупа пӗрле ӗҫлеме питӗ килӗшрӗ,— тет Ханс,— вара эпир унта тата тепӗр вӑхӑтлӑха юлтӑмӑр».

Адрия тата Джордж

Канадӑра пурӑннӑ Джорджпа Адрия, 40 ҫулалла ҫывхарса пыракан мӑшӑр, Иегова тӗллев лартнине ҫеҫ мар, ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑнусем тунине те пилленине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тӗллевне пурнӑҫа кӗртме вӑй хунӑ. Вӗсем Ганӑра, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта пурӑнакан хӗрарӑм тӑванпа ҫыхӑнса унти лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Канадӑри тата Ганӑри филиалсене ҫыру ҫырса янӑ. «Ҫавӑн пекех эпир хамӑрӑн пурнӑҫа ансатлатма тӑрӑшрӑмӑр»,— тет Адрия. Ҫак утӑмсене тунине пула вӗсем 2004 ҫулта Ганӑна куҫса кайма пултарнӑ.

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРНӖ

Ют ҫӗршыва куҫса кайсан эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пултӑр тата вӗсене мӗнле ҫӗнтертӗр? Малтанлӑха Эми килтисемшӗн питӗ тунсӑхланӑ. «Кунта веҫех урӑхлаччӗ!» — тет вӑл. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ха? «Килтисем ман пата шӑнкӑравласах тӑратчӗҫ, эпӗ Иеговӑшӑн ҫапла майпа ӗҫленине питӗ хаклатпӑр тетчӗҫ,— аса илет Эми.— Ҫакӑ мана мӗншӗн кунта куҫса килнине асра тытма пулӑшатчӗ. Вӑхӑт иртсен эпир видеоҫыхӑнупа калаҫма пуҫларӑмӑр. Килтисене куҫпа курсан вӗсем ҫывӑхра пулнӑ пек туйӑнатчӗ». Ҫавӑн пекех Эми ҫав вырӑнти йӑла-йӗркесене лайӑх пӗлекен хӗрарӑм тӑванпа туслашни ҫинчен каласа панӑ: «Вӑл маншӑн лайӑх канашсем паракан шанчӑклӑ тус пулса тӑчӗ. Ҫынсем хӑйсене мӗншӗн апла е капла тыткаланине ӑнланман чухне яланах унран ыйтса пӗлеттӗм. Ҫапла вара мӗн тума юрани-юраманнине пӗлсе ҫитрӗм. Ҫавӑнпа эпӗ савӑнӑҫа ҫухатмасӑр ырӑ хыпар сарма пултартӑм».

Джорджпа Адрия аса илеҫҫӗ: «Ганӑна килсен иртнӗ вӑхӑта таврӑннӑ пекех туйӑнатчӗ. Эпир япаласене кӗпе ҫумалли машинӑпа мар, алпа ҫӑваттӑмӑрччӗ. Апат пӗҫерме вара, унчченхипе танлаштарсан, вунӑ хут та ытларах вӑхӑт каятчӗ пуль. Малтанах йывӑрччӗ, анчах та эпир ҫакӑн ҫине опыт пухмалли ҫӗнӗ меслет ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пуҫларӑмӑр». Брук калать: «Пионер пурнӑҫӗ яланах ҫӑмӑл мар пулин те, эпир хамӑра телейлӗ туятпӑр. Сӑваплӑ ӗҫре пулса иртнӗ хавхалантаракан тӗслӗхсене пӗрле пухсан, чуна ӑшӑтакан аса илӳсен пуххи пулать».

ПИЛЛӖХ ПАРАКАН ӖҪ

Мӗншӗн эсир ырӑ хыпара ҫакӑн пек майпа сарса пӑхма ыттисене те сӗнетӗр? «Библие кашни кун вӗренме хатӗр ҫынсене тӗл пулни питӗ савӑнтарать! Хыпарҫӑсем ҫитмен вырӑна куҫса кайма шут тытни манӑн пурнӑҫра чи лайӑх йышӑну пулнӑ»,— каласа парать Стефани. 2014 ҫулта вӑл Эрона качча тухнӑ, халӗ вӗсем Ганӑри филиалта ӗҫлеҫҫӗ.

Кристин, вӑтӑр ҫулалла ҫывхарса пыракан пионерка, Германирен малтан Боливие, кайран Ганӑна куҫса кайнӑ. Вӑл каласа парать: «Килтисенчен аякра пулнӑран эпӗ яланах Иеговӑран пулӑшу ыйтаттӑм. Иегова маншӑн нихӑҫан та ҫав таран ҫывӑх пулман. Унсӑр пуҫне, эпӗ Туррӑн халӑхӗ хушшинче чӑнах та пӗрлӗх пулнине куртӑм. Ҫапла майпа ырӑ хыпар сарни манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ». Кристин нумаях пулмасть Гидеона качча тухнӑ, вӗсем халӗ те Ганӑра ырӑ хыпар сараҫҫӗ.

Кристин тата Гидеон

Филип тата Ида Библи вӗренекенсене ҫитӗнӳсем тума мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа параҫҫӗ: «Унччен эпир 15 ҫынпа Библи вӗренеттӗмӗрччӗ, хӑш чухне вӗренекенсем унтан та ытларахчӗ. Анчах та ҫынсене лайӑхрах вӗрентес тесе эпир вӗсен шутне 10 ҫын таран чакартӑмӑр». Ҫакӑ мӗнле усӑ панӑ? Филип акӑ мӗн калать: «Эпӗ Майкл ятлӑ ҫамрӑк ҫынпа Библи вӗренеттӗм. Вӑл кашни кун вӗренме хатӗрччӗ тата вӑл лайӑх хатӗрленнине пула эпир вӗренмелли публикацие пӗр уйӑх хушшинчех вӗренсе пӗтертӗмӗр. Кайран Майкл шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑчӗ. Ырӑ хыпар сарма кайсан пӗрремӗш куннех вӑл манран ыйтрӗ: „Эсӗ мана Библи вӗренӗвӗсем ирттерме пулӑшма пултараймастӑн-ши?“ Эпӗ ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӑм. Майкл виҫӗ ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ иккен, ӑна пулӑшу кирлӗ пулнӑ». Шутласа пӑхӑр кӑна, Библи вӗренекенсем хӑйсем те ыттисемпе Библи вӗренеҫҫӗ пулсан, унта мӗн чухлӗ хыпарҫӑ кирлӗ!

Ида тата Филип

Эми хӑй куҫса кайни усӑсӑр пулманнине тӳрех курнӑ. Вӑл калать: «Ганӑна килсенех эпир пӗр яла ырӑ хыпар сарма тата илтмен ҫынсене шырама кайрӑмӑр. Эпир унта сакӑр илтмен ҫынна тӗл пултӑмӑр!» Вӑхӑт иртсен Эми Эрик ятлӑ арҫын тӑвана качча кайнӑ, халӗ вӗсем ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем илтмен тӑвансен пухӑвне ҫӳреҫҫӗ (Ганӑра илтмен хыпарҫӑсемпе Библи вӗренекенсен шучӗ 300 ҫын ытла). Джорджпа Адрияна илес пулсан, Ганӑра ырӑ хыпар сарнине пула вӗсем миссионер пуласси мӗне пӗлтернине хӑйсем ҫинче туйса илнӗ. Кайран вара, Галаад шкулӗнче 126-мӗш класра вӗренме чӗнсен, вӗсем мӗн тери савӑннӑ! Халӗ вӗсем Мозамбикра миссионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ.

ВӖСЕНЕ ЮРАТУ ХАВХАЛАНТАРСА ТӐРАТЬ

Тӗрлӗ ҫӗршывсенчен куҫса килнӗ хыпарҫӑсем вырӑнти тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарас ӗҫре нумай вӑй хунине курма питӗ кӑмӑллӑ (Иоанн 4:35). Ганӑра кашни эрнере вӑтамран 120 ҫын шыва кӗрет. Унта куҫса кайнӑ 17 тӑван пекех пӗтӗм тӗнчипе пиншер хыпарҫӑ Иеговӑна юратнӑран хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса каяҫҫӗ. Ҫак чунтан тӑрӑшса ӗҫлекен хыпарҫӑсем Иеговӑн чӗрине савӑнтараҫҫӗ паллах! (Пс. 109:3; Ытар. 27:11).

^ 9 абз. Тӗслӗхрен, «Можешь ли ты служить там, где не хватает возвещателей Царства?» тата «Можешь ли ты перейти в Македонию?» статьясене пӑхӑр (2009 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче тата декабрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни»).